Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ.
Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ.
Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ.
Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Паян эпир Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӑмӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен умӗнче сӑмах калакансен йышӗнче вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йӗркелӳҫи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йӗркелӳҫи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ.
Маларах систернӗ пекех хӑшӗ миҫемӗш вырӑна тухнине эпир паянхи чыславра кӑна пӗлтертӗмӗр. Ҫавах та вырӑнсӑр юлнисене ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене те пӗчӗк парне патӑмӑр. Чыслава пӗтӗмлетнӗ май пӗчӗк лотерея та ирттертӗмӗр — пылак ҫимӗҫ выляттартӑмӑр.
Ҫак хутшӑнакансем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ (баллсем пирки: мӗн чухлӗ пӗчӗкрех ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; балл — кашни хаклавҫӑ хутшӑнакана миҫемӗш вырӑна панин вӑтам виҫи; сӑмахран, Ершова Аннӑна пӗри 1-мӗш вырӑн панӑ, тепри — 5-мӗш; тепӗр иккӗшӗ — 2-мӗш, вӑтамран вара 2,5 пулать; ку хаклавҫӑ ӗҫе япӑхрах хак панӑ теесрен хӑшӗ мӗнле хакланине пӗлтерместпӗр):
Пӗчӗккисен ушкӑнӗ: Ершова Анна (Етӗрне районӗ; 2,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Фомина Эвелина (Елчӗк районӗ; 4 балл) тата Павлова Карина (Комсомольски районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Демьянова Вероника (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Усанова Анна (Елчӗк районӗ; 4,5 балл) тата Алексеева Аэлита (Сӗнтӗрвӑрри районӗ; 5 балл) — 3-мӗш вырӑн.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Куншӑн вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫак программӑна 2017 ҫул вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Эппин, ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене тата кайӗҫ.
Программа пурнӑҫланнӑранпа Чӑваш Енре 315 тухтӑр ялти пульницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсем яла килес енӗпе Канаш районӗ мухтанпа пултарать. Унта 49 медик килнӗ. Патӑрьел районне вара – 39 тухтӑр. Муркаш районне – 32, Шупашкар районне – 30, Комсомольски районне – 19, Красноармейски районне – 18, Хӗрлӗ Чутай районне 18 тухтӑр килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал тухтӑра 1 миллион тенкӗ парас вӑхӑт тӑсӑлать. Унччен календарьти 30 кунра панӑ пулсан халӗ – 30 ӗҫ кунӗнче.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енре харӑсах темиҫе кадр ылмашӑвӗ пулса иртрӗ: Владимир Викторова сывлӑх сыхлав министрне ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Енри Гостехнадзора ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата улшӑну пулчӗ: ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне шанчӗҫ. Вӑл вырӑн министрӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Елена Сапаркинӑна республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Лариса Арсентьева йышӑннӑ пукана Николай Каргина пачӗҫ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче муниципалитет тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Каргин 1970 ҫулта Муркаш районӗнчи Мемеккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме пуҫлаҫҫӗ. Режиссерӗ — Елена Рябцева. Аса илтерер, Пӗтӗм чӑвашсен пӗлтӗрхи «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче Е. Рябцеван «Принять удар» ӗҫӗ «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
Ильтимер Ефремов халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи Уйкасси ял ҫумӗнчи пӗве хӗрринче пӗр сценӑна ӳкерме лаша урапапа кирлӗ». Ҫав тӑрӑхри ялсенче лаша пуррисене пулӑшма ыйтать. Лашашӑн укҫа тӳлӗҫ.
Ильтимер Ефремовран фильм мӗн ҫинчен пуласси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Ку ӗҫ этем ҫирӗпленӗвӗ пирки теме юрать. Ачисем пӗчӗклех вилнӗрен черетлӗ ачине Хветуҫ Юман ят панӑ. Анчах ӑна та вӑл ҫухатать. Хуйха путса чӗмсӗрленнӗ кинеми патне студент чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫырса илме студент пырать...
Сӑнарсене калӑплама паллӑ сцена ӑстисемпе — Нина Яковлевапа, Иосиф Трерпа — калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм ӗҫе кайма тухсан ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хӗрарӑмӑн хӗрӗ Ольга пӗлтернӗ.
55 ҫулти Людмила Петрова Муркаш районӗнче пурӑнать. Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӑл ӗҫе тухса кайнӑ. Хыркассинче унӑн тепӗр маршруткӑна лармалла пулнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫухални паллӑ мар.
Хӗрарӑм ӗҫе ҫитмен, телефонӗ вара килте юлнӑ. Ӑна, тен, кам та пулин курма пултарнӑ. Хӗрарӑм сӑран пальто, хура калпак тӑхӑннӑ, тӗттӗм хӗрлӗ сумка йӑтнӑ. Сулахай куҫне куҫ хупанки хупланӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-960-314-96-97. Е полицие пӗлтермелле.
2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти халӑха суйса йывӑҫ кастарнӑ. Йӗлтӗрпе чупакансен ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ чухне пулнӑ ку. Пуҫлӑх йывӑҫ касни саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ӗнентернӗ. Халӑх итленӗ. Ара, лешӗ каснӑ йывӑҫсене хӑйсенех пама шантарнӑ вӗт.
Ҫапла майпа 192 йывӑҫ каснӑ. Ҫынсем хырсене, ҫӑкасене, вӗренесене, юмансене йӑвантарнӑ. Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав пуҫлӑх суд умӗнче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Ҫавӑн пекех унӑн 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкака саплаштарма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |